Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
Вӑрмар районӗн ачисене пӗр иккӗленмесӗрех маттур теме пулать. Ҫак уйӑхра Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем — Оксана Христофорова, Евгения Петрова, Эльвира Трифонова, Даниил Михайлов, Максим Романов — Пӗтӗм тӗнчери «Bookworms» конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Релод вӗренӳ компанийӗ ирттернӗ.
Финал Мускавра Вӗрентекенсен ҫуртӗнче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑрмар районӗн ачисем финала тухнӑшӑн питӗ хӗпӗртени пирки пӗлтерет район сайчӗ!
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ ачасем акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Л.П.Петровапа Мускава ҫула тухнӑ. Финал турнирне Раҫҫейри пилӗк команда тухнӑ. Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем «Чи лайӑх дебютшӑн» номинацире ҫӗнтернӗ, Чӑваш Ене Дипломпа, Oxford издательство кӗнекисемпе таврӑннӑ. Самантпа усӑ курса ачасем Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пулса курнӑ.
Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче Халӑх академикӗн, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, композиторӑн Николай Прокопьевич Ивановӑн «Вӑрмар ен Пархатарӗ» пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Тӗлпулӑва Арапуҫ шкулӗнче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ентешӗн пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлнӗ. Унта автор «Юлашки ҫыру», «Горе матери» сӑвӑсене, «Вӑрҫӑ суранӗ» поэмӑри сыпӑка, «Те арҫын вӑл, те хӗрех» юптарӑва вуланӑ. Н.Иванов вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата ветерансене халалласа ҫырнӑ.
Марина Кузьмина Николай Ивановӑн юррисене юрлани пурне те килӗшнӗ. Автор шкул вулавӑшне ҫӗнӗ кӗнекесем парнелесе пуянлатнӑ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев пуҫланӑ.
Хаклавҫӑсем нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли адреслӑ программӑсем регионсенче епле пурнӑҫланнине палӑртас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарасси епле пулса пынине те пӑхӗҫ. Вӗсен тепӗр тӗллевӗ — асӑннӑ фондран укҫа-тенкӗ уйӑрасси республикӑра епле шайрине палӑртасси. Асӑннӑ патшалӑх корпорацийӗн ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗччен тӗрӗслӗҫ.
Тӗрӗслев пуҫланнӑ май ӗнер Чӑваш Енӗн Стройминӗн, Чӑваш Ен прокуратурин, Раҫҫейӗн Общество палатин, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсене пухса канашлу ирттернӗ. Фонд элчисем хӑй укҫа уйӑрнӑ муниципалитетсене те ҫитме палӑртать. Ҫав шутра Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсене асӑннӑ.
РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ултӑ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсене тата медальсене тивӗҫнӗ.
«Ашшӗ-амашӗн мухтавӗ» ордена Куславкка районӗнчи Маркидановсем тата Улатӑрти Савенковсем тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне панӑ. Вӗсем — Патӑрьел районӗнчи Бурчаклысем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Григорьевсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Егоровсем тата Вӑрмар районӗнчи Силлеровсем (вӗсем пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ).
Ҫак ҫемьесем ачасене воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Акӑ Маркидановсен 7 ача, Савенковсен вара — ытларах. Хӑйсем те, ашшӗ-амӑшӗсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ, ачисемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнче пӑтӑрмах пулнӑ. Ӗнер Кивӗ Вӑрмар ялӗнчи пӗр кил-хуҫалӑхра пушар тухнӑ, вите-сарай ҫунма тытӑннӑ.
Кӳршисем ҫийӗнчех сехӗрленнӗ, пушарнӑйне шӑнкӑравланӑ. Вӑйлӑ ҫулӑм кирпӗчрен купаланӑ, юнашар тӑракан хуралтӑсене ҫийӗнчех хыпса илнӗ. Пушарнӑйсем килнӗ хыҫҫӑн ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта килти 200 кайӑк ҫунса кайнӑ. Телее, пурӑнмалли ҫурта ҫулӑмрах сыхласа хӑварнӑ.
Экспертсен шухӑшӗпе — пушар электрооборудованипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Силеровсен ҫемйи «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Раҫҫей Президенчӗ ку хушӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Орден медальне ачасене воспитани парас тата ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тесе тӑрӑшакансене параҫҫӗ.
Силеровсем 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ иккен. Университетра вӗреннӗ вӑхӑтрах паллашнӑ вӗсем. Кил хуҫи хӗрарӑмне, Татьянӑна, пулас упӑшки, Игорь, шӳтлеме юратни кӑмӑла кайнӑ иккен. Нумай кулнипе пит ҫӑмарти ыратма пуҫлатчӗ тесе аса илет иккен вӑл паян. Малтан Татьяна анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшнӑ. Кайран бухгалтер ӑсталӑхне алла илнӗ те халӗ хӑй фирминче ӗҫлет. Кил хуҫи стоматологи поликлиники уҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ. Унтан хӗр пултӑр тенӗ те тепӗр икӗ хӗр ҫуралнӑ. Ывӑлӗсем халӗ ишме юратаҫҫӗ-мӗн, наградӑсене те тивӗҫнӗ. 2012 ҫулта ҫемье республикӑра «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра ҫӗнтернӗ.
«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса эпир пӗлтӗрех кӗнеке кӑларас шухӑшлӑччӗ. Ӑна илемлетме ятарлӑ конкурс та пуҫарнӑччӗ, анчах калӑплав ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлнӑран иртнӗ уйӑхра кӑна хатӗрлесе ҫитерме пултартӑмӑр. «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» ят панӑ кӗнеке ҫак уйӑхӑн 20-мӗш кунӗсенче пичетленсе тухмалла.
Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ. Маларах асӑннӑ конкурсри хайлавсем тӑрӑх ӳкерчӗксем те унта кӗнӗ. Кӗнекене Ҫырмапуҫӗнчи (Ҫӗрпӳ районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Мӑн Вылӑри (Элӗк районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, Тикашри (Вӑрмар районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ачисем хатӗрленӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Кӗнеке хӑтлавне 20–31-мӗш кунсенче, ачасем канма каиччен, ирттерме планланӑ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен республикӑра 460 яхӑн шӑматкунлӑх тата экологи акцийӗсем иртнӗ. Унта 24 пин ҫын хутшӑннӑ. Ҫак тапхӑрта 220 ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ, 36 пин йывӑҫ, 6 пин ытла тӗм лартнӑ.
Ку кӑна мар. Вӑрмар районӗнчи Келкеш ялӗнче парк тунӑ. Унӑн лаптӑкӗ 38 пин тӑваткал метрпа танлашнӑ. Ҫав районти Ҫӗнӗ Вӗренер ялӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче парксене ҫӗнетнӗ.
Ял-салара палӑксене сӑрланӑ, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Ҫимӗк валли масар-ҫӑвасене тасатнӑ. Акӑ ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче те ҫӑвана тирпейленӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-саласенче палӑксем умӗнче ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Акӑ Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче тирпейленӗ.
Куславккари культурӑпа кану центрӗнче «Туслӑх юрӑ карти — 2014» IV уҫӑ фестиваль-конкурс иртнӗ. Кӑҫал конкурса республикӑри 10 районти 21 ушкӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрмар районӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем те: «Степ» (Апапуҫ), «Капельки» тата «Непоседы» (Вӑрмар поселокӗ).
Конкурс ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Мӗн пур ушкӑн парнене тивӗҫнӗ. «Хальхи ташӑ» номинацире Вӑрмар поселокӗнчи «Непоседы» ташӑ ушкӑнӗ III Диплома тивӗҫнӗ. 10–13 ҫулсенчи ушкӑнра «Дуэт» номинацире Вӑрмарти «Капельки» ташӑ ушкӑнӗ малти вырӑна тухнӑ. Ҫак номинацирех Арапуҫри «Степ» ташӑ ушкӑнӗ II степень Диплома тивӗҫнӗ.
Фестивале килнисем пурте унта хутшӑннине ӗнентерекен сертификата тата пӗчӗк парнене тивӗҫнӗ. Чи ҫамрӑк конкурсҫӑна Кира Ивановӑна (Вӑрмар поселокӗнчи «Непоседа» ташӑ ушкӑнӗ) та парнепе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |